«Назад

Вăхăтра вакцинаци тумалла (Хыпар, 30 августа 2018 года)

Вăхăтра вакцинаци тумалла (Хыпар, 30 августа 2018 года)

 

Паян РФ Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управлениĕн ертÿçи Надежда Луговская журналистсене пресс концференцие пухрĕ.

Вăл кăçал ачасен сиплев лагерĕсенче санитарипе эпидемиологи правилисене пăхăннин пирвайхи пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх — кăçал сиплев кампанийĕ вăхăтĕнче 398 учреждение тĕрĕсленĕ. «Уйрăмах апат-çимĕç блокне, унта ĕçлекенсене куçран вĕçертместпĕр. Кăçал 51 пробăра вируссем тупса палăртнă», — терĕ Надежда Феофановна.

Вăл эпидеми сезонне хатĕрленмелли уйрăм тапхăрсем çинче те чарăнса тăчĕ. ОРВИ тата гриппа чирлесрен вакцинаци туни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. «Кăçал республикăра 560 пин çынна вакцинаци тумалла. Ятарлă тапхăрĕ çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçланчĕ. Уйрăм категори йышне ачасем, студентсем, медицина, вĕрентÿ учрежденийĕсенче, транспорт, коммуналлă сферăра ĕçлекенсем, 60 çултан аслăрах çынсем, ача кĕтекен хĕрарăмсем, призывниксем кĕреççĕ», — терĕ ертÿçĕ.

Андрей Михайлов

http://hypar.ru/cv/vahatra-vakcinaci-tumalla